Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Республика пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Элĕк тăрăхĕнче пулчĕ

Кунта вăл район аталанăвĕпе çыхăннă ĕç-хĕлпе кăсăкланчĕ. Çитĕнỹсем пур, çапах та ял хуçалăх уксахлани палăрать.
Республика Пуçлăхĕ Юнтапари вăтам шкула çитрĕ. Ĕç урокĕнчи ачасемпе тата спорт залĕнче тупăшакансемпе калаçрĕ. 2006-мĕш çулта уçнă шкулта лайăх вĕренме мĕн пур майсем пур. Çĕр лаптăкĕнче пахча-çимĕç ỹстереççĕ. Çакă столовăйĕнчи апат хакне йỹнетме май парать. Сăмах май каласан, шкул ачине пĕрре апатланма вăтамран 25-30 тенкĕ кирлĕ, уйăхра - 500-600 тенкĕ. Юнтапасем сахалрах тỹлеççĕ. Çавăн пекех шкулта чылай çĕнĕлĕх пур. Республика Пуçлăхĕ Юнтапа ял тăрăхĕнчи халăхпа тĕл пулчĕ. Çынсен ыйтăвĕсене хуравларĕ. Кунтах икĕ тăлăха хатĕр çуртсен уççисене пачĕç. Элĕк администрацийĕнчи канашлу салтакăн тăлăх арăмне тата иккĕмĕш пепке çуратнăшăн ача амăшĕсене свидетельствăсем панинчен пуçланчĕ. Район пуçлăхĕ Александр Куликов иртнĕ çул туса ирттернĕ ĕç-пуçпа паллаштарчĕ. Районтататса паман ыйтусем чылай-ха. Çул-йĕр пахалăхĕ, çынсене хваттерпе вăхăтра тивĕçтерменни, хăш-пĕр ялта программăпа килĕшỹллĕн çуртсене шыв кĕртессине вĕçлейменни хумхантарать çынсене. Районта фермер ĕçне йĕркелессине те ытларах тимлемелле, терĕ Михаил Игнатьев.



21 марта 2013
00:00
Поделиться
;