Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Хăйсен тÿпине хываççĕ

 «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» ыр кăмăллăх марафонĕ старта тухрĕ. Вун çиччĕмĕш çул ирттереççĕ ăна.

Иртнĕ çул марафон пухмачне 7 млн. ытла тенкĕ пухăнăччĕ. Çак укçапа чи малтан чухăн çемьесенчи ачасене, тăлăхсене пулăшма, сусăрсене сиплеме усă кураççĕ.

Кăçал ку ĕçе Элĕксем маттур пуçăннă. Элĕк район пухмачĕнче – 81 пин тенкĕ ытла. Уйрăм çынсем те хăйсен тÿпине хываççĕ.

Чăваш Енри ача-пăча фончĕн адресĕ: Шупашкар хули, Петров урамĕ, 7 çурт. Телефон номерĕ, 62-89-42.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
23 марта 2013
00:00
Поделиться