Лайăх вулама та пĕлмелле
Вулакансен «Чĕрĕ классика» конкурсĕ – Раççей тата чикĕ леш енчи писательсен проза произведенийĕсен сыпăкĕсене саспа вулассипе ăмăртмалли мероприяти.
Элĕкри вăтам шкулта улттăмĕш классенче вĕренекенсен хушшинче шăпах çак республикăри конкурсăн районти тапхăрĕ иртрĕ. Ăна йĕркелекенни – районти ачасемпе çамрăксен пултарулăх центрĕ.
Конкурса пурĕ 9 шкул хутшăнчĕç. Пĕрремĕш вырăна Юнтапа шкулĕнчи Афанасий Афанасьев çĕнсе илчĕ, Элĕк шкулĕнчи Анастасия Григорьева та çак вырăнах тивĕçрĕ, Тавăт шкулĕнчи Анастасия Рыкова та пĕрремĕшĕ пулчĕ.
Иккĕмĕшĕсен шутĕнче – Ураскилт шкулĕнчи Марина Александрова, Юнтапа шкулĕнчи Людмила Макарова.
Виççĕмĕш вырăнта – Вутлан шкулĕнчи Александра Афанасьева.