Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Чи лайăх воспитатель

Пуринчен те ăстарах, пултаруллăрах педагогсене палăртас тĕллевпе шкул çулне çитменнисен учрежденийĕсем хушшинче республикăри «Чăваш Ен воспитателĕ-2013» конкурсăн муниципалитет (район) шайĕнчи тупăшĕвĕ иртнĕ. Унта Элĕкри 1-мĕш номерпе 2-мĕш номерлĕ тата Тавăтри 3-мĕш номерлĕ ясли-садиксенчи воспитательсем хутшăннă. Тупăшра пулнисем  пурте хăйсен ăсталăхне туллин кăтартнă. Конкурсра Тавăтри «Пучах» ача-пăча сачĕн воспитателĕ Татьяна Фурсик çĕнтернĕ.

Вăл республикăри конкурса кайма тивĕçнĕ.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
27 марта 2013
00:00
Поделиться
;