Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ентешĕмĕр ячĕ манăçмĕ

Мăн Вылăра çуралса ÿснĕ В.С.Семенов 80 çула çитнине çăмăл атлетикăн спорт мелĕпе утакансен йышĕн ветеранĕсем, хальхи ăрăвĕ тивĕçлĕн паллă турĕç. Шупашкарти Карачура масарĕнче Василий Семеновичăн вил тăприн палăкĕ умне чечексем хучĕç. Митинга Олимп резервĕсен училищин ертÿçин çумĕ Олег Андреев (Мăн Вылăра çуралса ÿснĕ) ертсе пычĕ. Василий пединститутра ăс пухнă чухне ăна утас меле  алла илме вĕрентнĕ преподаватель П.С.Петухов, республикăра утас енпе пуçламăшсем спорт мастерĕсм пулса тăнă Г.Иванов, П.Федоров (иккĕшĕ те Мăн Этменре çуралса ÿснĕ), хăйсен вăхăтĕнче спорт министерствине ертсе пынă В.Ф. Филиппов, М.В. Краснов, Василий Семеновичăн хĕрĕ Надя тата ыттисем ăшшăн аса илчĕç.

Митинг вĕçленсен Олимп резервĕсен шкулĕнче наукăпа практика конференцийĕ иртрĕ. Василий Семенов çуралнăранпа 80 çул çитнĕ тĕле самаях сумлă буклет пичетлесе кăларнă.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
27 марта 2013
00:00
Поделиться
;