Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Хăш директор ăстарах?

Ял тăрăхĕсем хушшинчи культурăпа кану центрĕнче культура учрежденийĕсен директорĕсен конкурсĕ иртнĕ. Хăйсен професси ăсталăхне кăтартассипе питех те çивĕч тупăшнă вĕсем.

Конкурсра районти 9 информаципе кану центрĕн ертÿçи ăмăртнă. Пурĕ виçĕ енлĕ тупăшу пулнă. «Ĕçе юратса та чыслăн пурнăçланăшăн» номинацире Чăваш Сурăмĕнчи информаципе культура центрĕн директорĕ А.Ильина, «Уйрăмах пултарулăх кăтартнăшăн» номинацире Мăн Вылăри А.Андачкова çĕнтернĕ. Изванкăри тата Крымсарайкăри информаципе культура центрĕсен ертÿçисем Л.Ивановскаяпа Г.Григорьева «Чи лайăх массовик», «Чи лайăх йĕркелÿçĕ» ятсене тивĕçнĕ. Ехремкассинчи информаципе культура центрĕн директорĕ А.Судман инноваци меслечĕсене ĕçе кĕртессипе, Ураскилтри М.Степанова пултарулăхри шыравпа палăрнă. Питĕшкассинчи И.Павлова «Чи çамрăк директор», Тенири Л.Васильева «Пултаруллă новатор», Юнтапари Л.Иванова «Креативлă директор» номинацисенче çĕнтернĕ.



30 марта 2013
10:00
Поделиться
;