Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Кăсăклă калаçу ирттернĕ

Райадминистрацин ЗАГС пайĕн ертÿçи М.Николаева Йăлкăш тата Чăваш Сурăм шкулĕсенчи 9-11 классенче вĕренекенсемпе питех те кăсăклă калаçу ирттернĕ. Мĕншĕн кăсăклă тетĕр-и? Ара, ку ÿсĕмрисем çитĕнсе пыраççĕ вĕт-ха, пурнăç çулĕ çине тухмалли вăхăт. Мăшăрлану, ашшĕпе амăшĕ, ача-пăча, вăхăт çитичченех «хырăмлă» пулни – тата ытти ыйтусем те çĕкленĕ шкулсенчи тĕл пулусенче.

ЗАГС пайĕн ертÿçи хĕрсемпе каччăсен ыйтăвĕсене туллин хуравланă, çемье традицисене, кил-йыш пуянлăхне ĕмĕр-ĕмĕр упраса пурăнма чĕнсе каланă. Тĕл пулура пулнисемшĕн пирĕн районта тăватă, ултă ачаллă çемьесем пурри кăшт тĕлĕнтернĕ.



30 марта 2013
11:00
Поделиться
;