Техникăна тĕрĕслеттереççĕ
Районти хуçалăхсенче çурхи уй-хир ĕçĕсене хатĕрленесси вăй илсех пырать. Уйрăм çынсем активлăха ÿстерни уйрăмах палăрать. Хăйсене шанса панă техникăна кулленех тĕрĕслеттереççĕ.
Килти хуçалăхсенче техника 571 единица шутланать, çав шутран тракторсем – 415, прицепсем – 133, комбайнсем – 20. Чылайăшĕ техникăна кирлĕ пек пăхса тăраççĕ. Хальхи вăхăтра юсав ĕçĕсем анлă сарăлнă. Техникăна тĕрĕслеттерекенсем те хушăнсах пыраççĕ. Çак кунсенче кăна уйрăм çынсен 50 единица тĕрĕслев витĕр тухрĕç.
Уйрăм çынсем çурхи ака-суха ĕçĕсенче техникăна тухăçлă ĕçлеттерме ĕмĕтленеççĕ.