Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Çĕнĕ вăрлăх туяннă

Ульянов ячĕллĕ хуçалăхра вăрлăх 13160 центнер хывса хăварнă, çакă планпа палăртнинчен ытларах та. Акмалли тырăсене алассине йĕркеленĕ. «Московская-35» çурхи тулăна ака стандартне лартнă.

Вырăнти вăрлăх, тĕпрен илсен, кивелнĕ, çавна май унăн шăтаслăхĕ те япăхрах. Ку çитменлĕхе пĕтерессипе кăçал çине тăни те куçкĕрет. Хуçалăх элита «Эльф» урпана 20 тонна, «Маргарита» çурхи тулăна 10 тонна, «Симбирцид» сорта 3 тонна туяннă. Çак культурăсене вăрлăх участокĕсене акса хăвараççĕ. Çавна май вăрлăха тĕпренех çĕнетме майсем пур хуçалăхăн.

Паллах, вырăнти вăрлăха та усă курма палăртнă. Çавăнпа ятарласа йĕркеленĕ звено членĕсем тăрăшса ĕçлеççĕ.



03 апреля 2013
11:32
Поделиться
;