Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Районта - Çĕмĕрле делегацийĕ

Пирĕн районта Çĕмĕрле район администрацийĕн должноçри çыннисем тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем пулнă. Делегацие район администрацийĕн пуçлăхĕ Л.Г. Рафинов ертсе пынă.

Ĕçлĕ тĕл пулусен программи питех те анлă пулнă. Муниципалитет тытăмĕн ĕçĕсемпе паллашнă май кÿршĕсем чылай ялсене çитнĕ. Малтанах хăнасем Ехремкасси ял тăрăхĕнче чарăннă. Кунта вĕсене ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Ефимов кĕтсе илнĕ. Ехремкасси ял тăрăхĕ халăх йышĕпе те, лаптăкĕпе те районта пысăккисенчен пĕри шутланать. Кунта 13 ял, кашнинчех пурнăçа кирлĕ пек йĕркелесе пыма общество çурчĕсем пур. Кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне 1065 килте пурăнакансем 2439 çын шутланнă. Ял тăрăхĕн территорийĕнче «Авангард» ял хуçалăх производство кооперативĕ, «Правда» уçă акционерлă общество, 10 хресчен-фермер хуçалăхĕ вырнаçнă, пĕчĕк йышши 18 предприниматель ĕçлет.

Ехремкасси ялĕнче делегаци харпăр тивĕçтерÿ лавккинче, кафере, чĕрĕ тавар йышăнса хатĕрлекен тата сĕт сивĕтекен пунктсенче пулнă.

Сĕт сивĕтекен пунктра Швецире туса кăларнă 6 тата 5 тоннăллă сивĕтмĕшсем ĕçлеççĕ. Ку чухнехи оборудовани тата пахалăха тĕрĕслемелли лаборатори халăхран талăкра сĕт 30 тонна йышăнма май параççĕ.

Кун хыççăн делегаци Янкурас ялне çул тытнă. «Журавлев» хресчен-фермер хуçалăхĕ районта чи пысăкки шутланать. Тĕпрен илсен вăл çĕр улми туса илессипе ĕçлет. Хальхи вăхăтра кунта тимлесех çурхи уй-хир ĕçĕсене хатĕрленеççĕ.

Малалла çĕмĕрлесем Тавăт ял тăрăхĕнче пулнă, Б.С.Марков ячĕллĕ вăтам шкула, информаципе культура центрне, хоккей лапамне çитсе курнă. Тавăтри тĕп шкул районти вăтам пĕлÿ паракан шкулсенчен чи лайăххи шутланать, кунта пĕтĕмпех çĕнĕ йышши хатĕрсемпе ку чухнехи техника. Хальхи вăхăтра 191 вĕренекен пĕлÿ илет, 22 педагог ĕçлет. Шкулта ачасен сывлăхне çирĕплетмелли хушма майсем çителĕклĕ: тренажер залĕ, йĕлтĕр бази, теннис площадки, хоккей коробки, спортзал, стадион, спорт хули. Вĕренекенсене пурне те 2 хутчен апат  çитереççĕ. Сывă пурнăç йĕркине тытса пыни спортпа та ÿсĕмсем тума пулăшать.

Тавăтри информаципе культура центрне 2010 çулта Чăваш Республикин Президенчĕн 2009 çулхи кăрлачăн 19-мĕшĕнчи «Чăваш Республикинчи ял тăрăхĕсене компекслă йĕркепе хăтлăх кĕртес тата тирпей-илем кÿрес енĕпе пилот проектне пурнăçласси çинчен» Указĕпе килĕшÿллĕн юсаса çĕнетнĕ.

Ураскилт салинче хăнасем Турамăшĕ çуралнă ятпа тăракан чиркÿре пулнă.



03 апреля 2013
11:31
Поделиться
;