Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Хÿтлĕх пурне те кирлĕ

Район администрацийĕн опекăпа попечительство органĕ çула çитмен ачасемпе ашшĕ-амăшĕсер тăрса юлнă тăлăхсен прависене хÿтĕленипе пĕрлех инвалидсемпе ватăсене те тимлĕх уйăрать.  Сывлăх енчен хавшак пулнăран ĕçлеме, хăйсене пăхма пултарайман çынсемшĕн яваплă эпир. Суд йышăнăвĕ тăрăх сывлăх хавшаккине пула ĕçлеме, хăйсем тĕллĕн пурăнма пултарайман 19 çын паянхи куна учетра тăрать. Вĕсен йышĕнче 30-тан иртнисем те, 50 çула пусăмланисем те, 80-ран каçнисем те пур. Вĕсене ачисем, çывăх çиннисем пăхса тăраççĕ. Асăннă категорири çынсен шучĕ çулсеренех ÿсет. 2012 çулта 16 çын сăнавра пулнă. Çын пулăшăвĕсĕр пурăнайманнисене хÿтлĕхе илес тĕллевпе район администрацийĕ çумĕнче ятарлă комисси туса хунă.

 



06 апреля 2013
11:06
Поделиться
;