Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Хастар çамрăксенче – район малашлăхĕ

Элĕк районĕнче пултаруллă та тăрăшуллă çамрăксен йышĕ сахалах мар. 14 çултан пуçласа 30 çул çитичченхисем 4270 çын шутланать. Район территорийĕнче пурăнакансен 23 проценчĕ яшсемпе хĕрсем. Çамрăксен ĕçне-хĕлне 68 учреждени йĕркелесе пырать. Çавăн пекех ĕçлекен çамрăксен канашĕсем те тăххăр шутланаççĕ.

Районти вĕренÿ учрежденийĕсенче çамрăксен (ачасен) обществăлла пĕрлешĕвĕсем ĕçлеççĕ. Питĕшкассинчи, Элĕкри вăтам шкулсен базисем çинче спортăн техника енĕпе секцисем йĕркелесе янине те асăнмасăр иртме çук. Тенири тулли мар, Юнтапари вăтам шкулсенче çамрăк инспекторсен отрячĕсем хастар. Элĕкри «Çамрăк геологсен» юхăмĕ те пысăк çитĕнÿсемпе палăрать.

Паянхи куна çитĕнекен ăрушăн волонтерсен йышĕнче пулни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Асăннă юхăмри ачасем ырăпа усала уйăрма хăнăхнипе пĕрлех йывăрлăха лекнĕ ватăсене тĕрлĕ ĕçсем пурнăçласа пулăшаççĕ. Элĕк районĕнче 1050 волонтер шутланать. Çакă районти çамрăксен 24,59 проценчĕ. Волонтерсен кĕнекине хăйĕн ырă ĕçĕсене 312 çамрăк çырса пырать.

Районти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсенче «Я в рабочие пошел» акци ирттересси йăлана кĕчĕ. Яшсемпе хĕрсене социаллă пулăшу парас, ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлама хăнăхтарас тĕллевпе ĕç бригадисем йĕркелетпĕр. Иртнĕ  çул асăннă бригадăсенче 333 шкул ачи вăй хучĕ. Чи лайăххисем районта иртекен ĕç бригадисен конкурсне хутшăнчĕç. Конкурс пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх Ехремкассинчи информаципе культура центрĕ çумĕнчи «Çамрăклăх» бригада иккĕмĕш вырăна тухрĕ, Юнтапари вăтам шкулта пĕлÿ илекенсем виççĕмĕшсем пулчĕç.

Паянхи куна Элĕк районĕнче çурт-йĕре лайăхлатас тĕллевпе 91 çамрăк çемье черетре тăрать. Ку кăтарту, унчченхи çулсемпе танлаштарсан, пĕчĕкленнĕ.

«Ялăн 2013 çулчченхи социаллă аталанăвĕ» федераци программине пурнăçласа 2012 çулта 5 çемьепе çамрăк специалистсем патшалăх пулăшăвне тивĕçтерĕç. Çавăн пекех «Çамрăк çемьесене пурăнмалли çуртпа тивĕçтересси» хушма программăпа 6 çемье çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатнă. Спорт мероприятийĕсем тăтăшах йĕркелетпĕр. Ĕçлекен çамрăксен спартакиадине ирттерни çĕнĕлĕх пулчĕ. Унта организацисемпе учрежденисен, ял тăрăхĕсен çичĕ команди хутшăнчĕç.

Пултаруллă та активлă çамрăксене патшалăх енчен хавхалантарни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Кăçал республика Пуçлăхĕн стипендине ĕçлекен, вĕренекен 19 çамрăк  тивĕçрĕç. Пĕлтĕр 9 çамрăк стипенди пĕр çулталăк илсе тăчĕç. Çавăн пекех муниципалитет шайĕнчи хастарсем те тимлĕхсĕр юлман. 11 каччăпа хĕр район администрацийĕн пуçлăхĕн стипендине тивĕçрĕ.



06 апреля 2013
11:09
Поделиться
;