Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Мухтавлă ентеше халалланă

Василий Семенов Мăн Вылă ялĕнче çуралса ÿснĕ. Вăл Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ тренĕрĕ. Ĕçри çитĕнÿсемшĕн «Хисеп Палли» орденпа наградăланă. Унăн вĕренекенĕсем тĕнче шайĕнчи чемпионатсемпе турнирсенче, Олимп вăйисенче лайăх кăтартусем тунă, СССР тата Раççейĕн 50 спорт мастерне хатĕрленĕ.

Паллă тренер çуралнăранпа 80 çул çитнĕ тĕле спорт журналисчĕ Ю.Плотников «Çĕнĕ вăхăт» типографире «Василий Семенов» ятпа çĕнĕ кĕнеке пичетлесе кăларнă. Ăна чылай сăн ÿкерчĕкпе илемлетнĕ. Кĕнекере В.Семеновăн пурнăçĕпе тата спортри çитĕнĕвĕсемпе тĕплĕ паллашма пулать. Мухтавлă ентеш пирки çĕннине те пĕлме май пур.



06 апреля 2013
10:59
Поделиться
;