Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ят улăштаракан та пур

ЗАГС пайĕнче иртнĕ виçĕ уйăхра 41 ачана регистрациленĕ. Вĕсенчен 19-шĕ арçын ача, 22-шĕ хĕр ача. Чи çамрăк амăшĕ 15, ашшĕ 22 çулта. Пĕрремĕш шăпăрлан 12 çемьере тупăннă. Иккĕмĕшсем – 16 çемьере, виççĕмĕшсем – 9 килте.

Асăннă тапхăрта 20 мăшăр пĕр тĕвве çыхăннă. Анчах та 6 мăшăр уйрăлнă. Пĕрремĕш квартăлта 84 çын хут тĕнчерен уйрăлнă, вĕсенчен 49-шĕ арçынсем, 35-шĕ хĕрарăмсем. Вилнисен вăтам пурăнаслăхĕ çапларах: арçынсен 64 çулпа, хĕр арăмсен 76 çулпа танлашнă.

Виçĕ çын хăйĕн ятне улăштарма заявленипе пынă.



06 апреля 2013
11:03
Поделиться
;