Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Техника хатĕр

Çурхи ака-сухари ăнăçлăх техникăна мĕнле ĕçлеттернинчен уйрăмах нумай килет. Çавна тĕпе хурса, «Новый путь», Ульянов ячĕллĕ, «Алмаз», «Агрофирма «Рабия» хуçалăхсенчи машина-трактор паркĕсенче юсав ĕçĕсем анлă сарăлчĕç. «Авангард» хуçалăхра вара çаплах хĕл ыйхинчен вăранмаççĕ. Кунта тĕрлĕ техника 21 единица шутланать. Анчах та пĕрин патне те механизаторсен алли пырса тĕкĕнмен-ха.

Çак кунсенче «Журавлев» хресчен-фермер хуçалăхĕнче тĕрĕслев иртрĕ. Кунта техника – 20 единица, çав шутран урапаллă тракторсем – 11. Кусем, тĕпрен илсен, пысăк хăватпа ĕçлекеннисем. Тракторсем пурте хĕрÿ тапхăра хутшăнма хатĕрри палăрчĕ, çавна май техника тĕрĕслевĕ витĕр те тухрĕç. Шел пулин те, ака-сухара ĕçлеме пĕр механизатор çитмест.



10 апреля 2013
10:53
Поделиться
;