Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Чи лайăх вĕренекенсем

Элĕкри культурăпа кану центрĕнче «Çулталăк вĕренекенĕ-2013» районти конкурсăн финалĕ иртнĕ. Пултарулăх шыравĕсем, хĕрÿлĕхпе хавхаланулăх хыçа тăрса юлнă ĕнтĕ. Ара, тупăшуçăсем конкурсăн икĕ тапхăрĕ витĕр тухнă вĕт-ха. Финалти вăйăсенчи районти чи лайăх 7 вĕренекен хăйсен визиткисене кăтартнă. Пурте вĕсем хăйсем мĕн тума пултарнине туллин уçса парассишĕн ăнтăлнă. Тĕрлĕрен номинацисенче çаксем çĕнтернĕ: «Чи малти» - Элĕкри И.Я.Яковлев ячĕллĕ вăтам шкулти 10 класра вĕренекен Ирина Запасова, «Пĕлекен» - Мăн Ямашри вăтам шкулти Иван Ильдер, «Эрудит» - Элĕк шкулĕнчи 9 класри Анастасия Романова, «Хăвăртрах, çÿллĕрех, вăйлăрах» - Тавăтри Б.С.Марков ячĕллĕ вăтам шкулти Александр Скворцов, «Хавхалану» - çак шкултах вĕренекен Татьяна Борисова, «Шыравçă» - Элĕк шкулĕнчи Даниил Герасимов.

Конкурсра çĕнтерсе, Элĕкри И.Я.Яковлев ячĕллĕ вăтам шкулти Кристина Иванова «2013 çулхи чи лайăх вĕренекен» пулса тăнă.    



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
20 апреля 2013
16:02
Поделиться
;