Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Депутатсем тĕрлĕ ыйту пăхса тухнă

Райадминистраци çуртĕнче район депутачĕсен пиллĕкмĕш  суйлаври пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ ĕçленĕ. Унта райадминистраци управленийĕсемпе пайĕсен начальникĕсем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, предприятисемпе организацисен ертÿçисем хутшăннă.

Ларура пурĕ 14 ыйту пăхса тухнă. Строительство тата обществăлла инфраструктура аталанăвĕн пайĕн начальникĕ Александр Терентьев халăх пурăнакан вырăнсемпе территорисене тирпей-илем кĕртессипе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем умĕнче тăракан задачĕсем çинчен каласа панă. Район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ – вĕренÿ пайĕн начальникĕ Эдуард Николаев ача амăшĕсене ачалăх хÿтĕлессипе, попечительствăпа, нумай йышлă çемьесемпе çыхăннă саккунсене пурнăçласси мĕнле пынипе паллаштарнă.

Депутатсем район Пухăвĕн регламентне, контрольпе шутлав органĕн тытăмнĕ, муниципалитет харпăрлăхĕнче тăракан çĕр участокĕсене  туянса илмелли хаксене палăртмалли йĕркесене çирĕплетнĕ.

Ларура çавăн пекех район депутачĕсен Пухăвĕ çинчен калакан Положение, муниципалитет пурлăхне тытса тăрасси, усă курасси тата валеçесси çинчен калакан Положение улшăнусем кĕртнĕ.

Кун хыççăн депутатсем çурхи уй-хир ĕçĕсене тĕплĕн хатĕрленсе лайăх ирттерес енĕпе ĕçсем мĕнле пулса пыни çинчен информаци итленĕ.

Ларăва хутшăннисем малалла районти депутатсен пиллĕкмĕш суйлаври Пухăвĕн 2012 çулхи ĕçĕ-хĕлне, бюджет, экономика, пурлăх хутшăнăвĕсен, строительство, транспорт тата çыхăну енĕпе ĕçлекен яланхи комиссин ĕçне тишкернĕ, РФ Шалти ĕçсен министерствин «Вурнарский» подразделенийĕн Элĕк районĕнчи уйрăмĕн 2012 çулхи отчетне итленĕ.  



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
20 апреля 2013
16:24
Поделиться
;