Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Техника юсавлă

«Новый путь» хуçалăхăн производство уйрăмĕсенче – Чăваш Сурăмĕнче, Шĕвĕшре, Юлăшра çур акине хатĕрленессипе ĕçсем кал-кал пыраççĕ. Машина-трактор паркĕсенче юсавçăсен бригадисене йĕркеленĕ. Вĕсем, тĕпрен илсен, хĕрÿ тапхăрта усă курмалли техникăна йĕркене кĕртсе çитернĕ. Техника тĕрĕслев витĕр тухрĕ. Юлашки çулсенче парксенче çĕнĕ техника та хушăннă. «Беларуçсем» сăмахран, нумаях пулмасть туяннисем. Çĕр хатĕрленĕ çĕрте хăватлă техника ĕçлĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
24 апреля 2013
09:25
Поделиться
;