Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Уяв кунĕпе - велочупу

Çĕнĕ Шупашкарти «Спицăсем çинчи хĕвел» велоспорта юратакансемпе ветерансен клубĕ кашни çулах Аслă Çĕнтерÿ кунĕ умĕн велочупу ирттерет. Маршручĕ 200 çухрăм таранах.

Акă, кăçалхи çу уйăхĕн 7-8-мĕшĕсенче те велосипедистсем черетлĕ тăххăрмĕш чупу ирттерчĕç. Вĕсем Чăваш Сурăм ял тăрăхĕнче çĕнтерÿçĕ салтака асăнса лартнă палăк умне чечексем хучĕç, кунти литературăпа краеведени халăх музейне кĕрсе курчĕç.

Тепĕр кунне спортсменсем Элĕкри литературăпа краеведени музейĕнче ветерансемпе тĕл пулчĕç. Светлана Березкина çыравçă Аслă Çĕнтерÿ çинчен çырнă сăввисене вуласа пачĕ, музея та, ветерансен канашне те хăйĕн кĕнекисене парнелерĕ. Çĕнĕ Шупашкарти «Вăрçă ачисем» канашĕн ертÿçи, пушăтран тĕрлĕ япаласем çыхакан ăста Владимир Васин музея хăй çыхнă чечексен карçинккине парнелерĕ.

Йăлкăш ял тăрăхĕнче те пулчĕç велосипедистсем.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
15 мая 2013
10:56
Поделиться
;