Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ăста вылянă, мала тухнă

Çĕнĕ Шупашкарти виççĕмĕш номерлĕ ачасемпе çамрăксен Олимп резервĕсен спорт шкулĕн комплексĕнче çу уйăхĕн вун саккăрмĕшĕнче Чăваш Республикинчи влаç органĕсенче тата вырăнти хăй тытăмлăхĕнче ĕçлекенсен Спартакиади иртнĕ. Патшалăхăн тата республикăн мĕн-пур районĕсенчи муниципалитет служащийĕсем сĕтелçи теннисне вылянă, шахмăтпа шашка вăййисене хутшăннă. Элĕк район администрацийĕн ĕçсен управляющийĕ З.П.Федоров шахмăтçăсен турнирĕнче палăрнă. Тăхăр çын хушшинче вăл пĕрремĕш вырăна тухнă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
25 мая 2013
13:39
Поделиться
;