Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Вăхăт усăллă иртĕ

Çу кунĕсенче социаллă хÿтлĕх пайĕ тивĕçтернĕ путевкăсемпе 55 ача канасси паллă ĕнтĕ. Çĕртме уйăхĕн пĕрремĕшĕнчен çула çитмен 11 çамрăк «Чайка», «Салют», «Белые камни» , «Соснячок» лагерьсенче сывлăхĕсене çирĕплетĕç. Вĕсенчен тăххăрăшĕ путевкăсен 5 процентне тÿленĕ пулсан иккĕшĕ, нумай ачаллă çемьесенче ÿснĕрен, тÿлевсĕр канĕç.

Çу кунĕсенче 6-17 çулхисем Çĕрпÿ районĕнчи «Звездный», Шупашкарти «Утес», Муркашри «Солнышко», Етĕрнери «Родничок» сиплев лагерĕсенче вăхăта усăллă та интереслĕ ирттерĕç.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
29 мая 2013
11:58
Поделиться
;