Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Районта – информаци политикин министрĕ

Ĕнер Чăваш Республикин информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Элĕк районĕнче пулчĕ. Валентина Владимировна чи малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕпе  Александр Куликовпа тĕл пулса калаçрĕ.

Хыççăн В. Андреева министр тата А. Куликов Элĕк район хаçачĕн ĕç-хĕлĕпе тĕплĕн паллашрĕç. Валентина Владимировна  коллектива малашне те хаçатăн сăн-сăпачĕ, содержанийĕ пуян пулма ăнăçу сунчĕ. Александр Николаевич район экономикипе социаллă пурнăçĕ çинчен каласа пачĕ.

Хаçат коллективĕн ĕçченĕсемпе тĕл пулса министрпа район администрацийĕн пуçлăхĕ чылай ыйтăва сÿтсе яврĕç.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
15 июня 2013
10:59
Поделиться
;