Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ача амăшĕсене - сертификат

Район администрацийĕнче хĕрарăмсене савăнăçлă лару-тăрура амăшĕн капиталĕн патшалăх сертификатне пачĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Л.Никитина палăртнă тăрăх, урамсенче ача кÿмисемпе утакан хĕрарăмсем нумайлансах пыраççĕ. Ку вăл район çамрăкланнине пĕлтерет.

Çемьере ача çурални – телей. ЗАГС пайĕн начальникĕ М.Николаева, Пенси фончĕн управленийĕн начальникĕн çумĕ Г.Николаева икĕ тата виçĕ ача çуратнă амăшсене ырлăх-сывлăх, телей сунчĕç.

Ача амăшĕн капиталĕн патшалăх сертификатне Тукачри Касмаковсем, Хураварти Сапожниковсем, Анаткасри Семеновсем иккĕмĕш ача çуратнăшăн, Эренарти Капаровсем, Кĕçĕн Тукташри Лукинсем виççĕмĕш, Çулавăçри Викторовсем, Карачурари Кузнецовсем тăваттăмĕш ача çуратнăшăн илчĕç.

Кăçал Пенси фондне амăшĕн капиталне илме 77 заявлени тăратнă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
13 июля 2013
16:14
Поделиться
;