Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Чи лайăх вĕрентекене – 200 пин

Раççей Федерацийĕн вěренÿпе наука министрě Дмитрий Ливанов йышăнăвěпе чи лайăх вěрентекенсене укçа парса хавхалантарма хушу кăларнă. Кашни çулах 1000 çынна суйласа илеççě. Чăваш Республикинчи 10 вěрентекенрен пěри – Элěк шкулěнчи кěçěн классене вěрентекен Тамара Георгиевна Чашкова.

Т. Чашковăна Учитель кунě тěлне 200 пин тенкě укçа парěç, çавăн пекех РФ вěренÿпе наука министерствин тав хучěпе чысларěç.

Тамара Георгиевна – ЧР тава тивěçлě вěрентекенě, пěрремěш категориллě шутланать. Элěк шкулěнче те ăна хисеплеççě, ыррине çеç сунаççě.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
24 июля 2013
16:33
Поделиться
;