Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Донор юнĕ сăваплă та хисеплĕ

Юн çын пурнăçне тытса тăрать. Пурте пĕлетпĕр вĕт-ха: кĕлеткере юн пĕтрĕ-тăк, этемĕн пурнăçĕ вĕçленчĕ. Акă мĕншĕн хăйĕн юнне парса тепĕр çынна пулăшасси мĕн ĕлĕкренех пырать.

Районти социаллă хÿтлĕх пайĕ кăçалхи çур çулта 62 донора  шута илнĕ, вĕсенчен 57-шĕ – Раççей хисеплĕ донорĕ, 5-шĕ – СССР хисеплĕ донорĕ. Хăйсен ирĕкĕпе юн паракансене 6 уйăхра 344 пин те 300 тенкĕ уйăрса панă. Те нумай ку, те сахал.

Çапах та хисеплĕ ята тивĕçнĕ донорсене кăçал пĕтĕм çулталăкĕпе тÿлемешкĕн 11136 тенкĕ уйăрнă (уйăхсерен 928 тенкĕ тивет).



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
31 июля 2013
17:48
Поделиться
;