Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Агитбригада – ялтан-яла

Çуллахи вăхăтра кашни пĕчĕк ялта тенĕ пекех агитбригада хăйĕн пултарулăхĕпе савăнтарать. Ял халăхĕ вĕсене ал çупса, ăшă сăмахсем каласа хавхалану кĕртет. Районти культура учрежденийĕсенчи агитбригадăсем çирĕм тăватă яла çитнĕ. Концерт, вăйă-кулă программи, интереслĕ темăпа тухса калаçнисем халăха пĕр çĕре пуçтарма май парать.  Пултарулăхпа тата активлăхпа Юнтапапа Питĕшкасси ял тăрăхĕсем палăрса тăраççĕ. Ку тăрăхри пĕчĕк ялсен çыннисем агитбригадăн пултарулăхĕпе паллашма ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
07 августа 2013
16:09
Поделиться
;