Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Вăхăт пĕр вырăнта тăмасть

Вăхăт малалла чупнăçемĕн çын та улшăнать, анчах ЗАГС пайĕ хăйĕн пĕлтерĕшне пур пĕрех çухатмасть. Кăçалхи çичĕ уйăхра пурĕ 406 акт регистрацилерĕмĕр. Çут тĕнчене 107 ача килнĕ. Пĕлтĕрхи çак тапхăртипе  танлаштарсан, 22 ача сахалтарах çуралнă. Вĕсен шутĕнче – 51 арçын ачапа 56 хĕр ача.

Çур çулта 46 мăшăр пĕрлешнĕ (пĕлтĕр - 43). Уйрăлакансен шучĕ, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, сахалрах. Кăçал 24 çемье арканнă. Пĕрремĕш ача 29 çемьере кун çути курнă, иккĕмĕш – 46 çемьере. Вилекенсен шучĕ те ÿссе пырать. Пурĕ çын вилни çинчен 212 акт çырнă: 115 арçын, 97 хĕрарăм пурнăçран уйрăлнă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
07 августа 2013
16:09
Поделиться
;