Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ветерана - парнесем

Августăн 5-мĕшĕ – Асаматра пурăнакан Илья Михайлович Михайловăн питех те паллă кунĕ. Ĕçпе вăрçă ветеранĕ шăп та шай 90 çул тултарчĕ вĕт-ха.

Юбилей тĕлпулăвне тăванĕ-хурăнташĕсем, ял-йыш пухăннă. Тăхăр теçетке çул тултарнă хисеплĕ ватăна пурте ăшшăн саламланă, парнесем панă. «Сире эпир юбилей ячĕпе çирĕп сывлăх, телей сунатпăр. Ачасемпе, мăнукăрсемпе савăнса пурăнăр», – тенĕ савăнăçлă тулпулура район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов. Вăл юбиляра Раççей Президенчĕн В.В.Путинăн саламне вуласа панă, парне парса хисепленĕ.

И.Михайловăн ĕç биографийĕ тăван килте пуçланнă та малалла хăйсен колхозĕнче çырăнса пынă. 1962-1992 çулсенче вăл Элĕкри вăтам пĕлÿ паракан шкулта ачасене историпе географи предмечĕсене вĕрентнĕ. Совет Çарĕнче хĕсметре тăнă, Япони вăрçине хутшăннă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
10 августа 2013
14:00
Поделиться
;