Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ялта пурăнакансене – пулăшу

«Яла 2013 çулччен социаллă аталантарасси» тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн ялта ĕçлесе пурăнакан граждансене çурт-йĕр лартма е туянма пулăшаççĕ.

Район администрацийĕнче ялта пурăнакансене çурт-йĕр çавăрма усă курмалли свидетельствăсене савăнăçлă лару-тăрура пачĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Н.Куликов «Новый путь» хуçалăхра тăрăшакан А.Емельяновăна, «Витязь» обществăра вăй хуракан А.Трифонова свидетельствăсем пачĕ, пурнăçра ыррине сунчĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
21 августа 2013
12:02
Поделиться
;