Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Тĕл пулура - тĕрлĕ ыйту

Элĕк районĕнче администраци кунĕ иртрĕ. Ĕçлĕ ушкăн Мăн Вылă, Крымсарайка ял тăрăхĕсенче пулчĕ. Шураç ялĕнчи клубра халăхпа курнăçрĕ. Район администрацийĕн вĕренÿ пайĕн начальникĕ Эдуард Николаев 2013-2014 вĕренÿ çулĕнче шкулсенче вĕренекенсене патшалăхăн вĕренÿ стандарчĕсене пăхăнакан мĕн пур учебниксемпе тивĕçтерессине пĕлтерчĕ. Вăл каланă тăрăх, пĕтĕм вĕренÿ учрежденийĕнче шкул ачин пĕрлехи тумне çирĕплетнĕ.

Районти социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕ Галина Григорьева çăмăллăхсемпе пулăшусем çинче чарăнса тăчĕ. Раççей Федерацийĕн Пенси фончĕн Управленийĕн Элĕк районĕнчи ертÿçи Сергей Воробьев ватлăх çитнипе тивĕçтерекен пенсине çĕнĕ йĕркепе шутланине пĕлтерчĕ. Çавăн пекех патшалăхăн амăшĕн (çемье) капиталĕпе тивĕçтересси мĕнле пурнăçланнине каларĕ. Тĕл пулу вăхăтĕнче ял çыннисем хăйсене хумхантаракан ыйтусем çине хуравсем илчĕç.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
28 августа 2013
08:56
Поделиться
;