Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Кам малта

Комбайнерсен çурла уйăхĕн 10-20-мĕшĕсенчи экономика ăмăртăвĕн кăтартăвне пĕтĕмлетнĕ. Малтанхи вунă кунлăхри пекех «Новый путь» хуçалăхăн комбайнерĕ Вениамин Константинов малта. Вăл «Полесье» комбайнпа 410 тонна тĕш тырă çапса тĕшĕленĕ. Ку хуçалăхри А.Емельянов та унчченхи пекех иккĕмĕш вырăнта. Андрей Зиновьевич асăннă вунă кунлăхра «Полесье» комбайнпа 342 тонна тырă вырнă. «Журавлев» фермер хуçалăхĕн комбайнерĕ Вениамин Иванов виççĕмĕш вырăн йышăннă. Вăл çурла уйăхĕн 10-20-мĕшĕсенче «Агрос» комбайнпа 300 тонна тырă çапса тĕшĕленĕ.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
31 августа 2013
16:58
Поделиться
;