Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Шкулсенче пурлăх бази пуян

2009 çултанпа районта шкул умĕнхи вĕренÿ учрежденисен пулăшăвĕпе усă курас тĕллевлисен шучĕ палăрмаллах ÿснĕ. Çулсеренех ĕçлекен ача сачĕсенче тата шкулсенчи ушкăнсенче хушма 20 вырăн йĕркелени те ача сачĕпе çыхăннă çивĕч ыйтăва татма май памасть.2013 çулхи çурла уйăхĕн пĕрремĕшĕ тĕлне шкул умĕнхи вĕренÿ учрежденисене кайма 1,5-3 çулсенчи 65 ача черетре тăраççĕ. Виçĕ çултан аслăраххисем вара черетре çук.

Шăпăрлансен вĕренĕвĕпе куллен 42 педагог, вăл шутра 33 воспитатель ĕçлеççĕ. Палăртнă йышран 16-шĕ аслă пĕлÿ илнисем, тепĕр 17-шĕ ятарлă вăтам пĕлÿллисем. 2012 çулта ашшĕ-амăшĕн пĕр кунхи тÿлевĕ 35-45 тенкĕпе танлашнă. Çакă пĕчĕкскерсене ача сачĕсенче пăхса тăнин 19 проценчĕ çеç шутланать. Пĕр ачана шкул умĕнхи вĕренÿ учрежденинче тытса тăма 2012 çулта 34849 тенкĕ тăкакланă. 2013 çулхи пĕрремĕш кварталта çак кăтарту татах ÿснĕ, 44408 тенкĕ пулнă. Ашшĕ-амăшне тĕпренчĕкĕ ача садне çÿренĕшĕн тÿлеве компенсацилессине те лайăх йĕркеленĕ.

Элĕк районĕнче çитĕнекен ăрăва вĕрентсе воспитани парас ĕçре 205 педагог тăрăшаççĕ. Вĕсенчен 3,9 проценчĕн (8 учитель) ĕç стажĕ 5 çула та çитмен.

«Сетевой город» комплекслă информаци тытăмĕ хута кайни те пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан учрежденийĕсемшĕн пĕлтерĕшлĕ. Çакă мĕн пур вĕренÿ учрежденисене пĕр тытăма пĕрлештерет. Кунсăр пуçне шкул администрацийĕн, педагогсен ĕçне уççăнлатать, курăмлăрах тăвать. Хак пама май парать. Вĕренÿ ресурсĕсен цифрăсен пĕрлехи базине, районти шкулсенче вĕренекенсен тĕпчевпе проект ĕçне йĕркелеме пулăшать, ашшĕ-амăшĕсемпе çыхăнăва çирĕплетет.

2012 çулта вĕренÿ учрежденисенче спорт хатĕрĕсене çĕнетесси çине пысăк тимлĕх уйăрнă. 407,3 пин тенкĕлĕх 177 мăшăр йĕлтĕр комплекчĕсем туяннă. Кунсăр пуçне 835,7 пин тенкĕлĕх ытти спорт оборудованине илнĕ. 2013 çулта вĕренекенсене кĕнекесемпе тÿлевсĕрех тивĕçтерме палăртнă. 2012 çулта шкул библиотекисен фончĕ 2888 пин тенкĕлĕх пуянланнă.

Бюджет укçи-тенкине эффективлă усă курас тĕллевпе шкул автобусĕсем çинче ГЛОНАСС спутник навигацине вырнаçтарнă. Паянхи куна ăна 16 автобус çине лартнă.

Ача-инвалидсене чăрмавсăрах ыттисемпе тан вĕренме майсем туса парас тĕллевпе И.Я.Яковлев ячĕллĕ Элĕкри вăтам шкулта пандуссемпе порученьсем вырнаçтарнă. Алăк хашакĕсене пысăклатнă, санузелсене çĕнетнĕ. Çак ĕçе 1373,8 пин тенкĕлĕх пурнăçланă. Çавăн пекех компьютерпа мультмеди хатĕрĕсене, сĕтел-пукан, компьютерпа ĕçлеме психологипе логопед программисене янтăланă.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
31 августа 2013
16:59
Поделиться
;