Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Куравра - ăратлă выльăхсем

Ăратлă выльăхсемпе ĕçлекен «Чувашское» уçă акционерлă обществăра республикăри выльăх-чĕрлĕх куравĕ иртнĕ. Кăçал унта чи лайăх ăратсене кăтартнă. «Симес-Раша» тулли мар яваплă обществăн тĕп зоотехник-селекционерĕ Лариса Коваль эксперт сăвакан ĕнесене экстерьерпа хакланă. Мĕншĕн тесен выльăхсен кĕлеткипе шалти органĕсем сĕт тухăçлăхĕ мĕнлерех пулассипе тачă çыхăннă. Эксперт 15-18 уйăхсенчи хура-ула тĕслĕ 20 ĕнерен 3-шне суйласа илнĕ. Çавсенчен пирĕн районти «Новый путь» хуçалăхри ĕне иккĕмĕш вырăна тивĕçнĕ. Çитĕнсе çитнисем хушшинче çак хуçалăхри «Тюльпанка» виççĕмĕш вырăна йышăннă.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
14 сентября 2013
15:20
Поделиться
;