Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Сурăхсен йышĕ ÿснĕ

«Золотое Руно» сурăхсем ĕрчетес енĕпе ĕçлекен пĕртен-пĕр хуçалăх. Кунта выльăхсен йышне ÿстерсех пыраççĕ. Иртнĕ çул çак вăхăтра 605 пуç шутланнă пулсан, кăçал – 716 пуç. Кĕтÿре 100 пуç ытла хушăнни – ырă пулăм.

Ăратлă сурăхсенчен путек илессипе те кăтартусем лайăх. Иртнĕ сакăр уйăхра пурĕ 150 путек илнĕ. Урăхла каласан, çамрăк выльăхсем, пĕлтĕрхи çав вăхăтрипе танлаштарсан, 93 пуç ытларах хушăннă.

Ăратлă путексене уйрăм çынсем те кăмăлпах туянаççĕ.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
18 сентября 2013
15:30
Поделиться
;