Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ача-пăча - юрă-кĕвĕ тĕнчинче

Шкул ачисен çуллахи кану кунĕсем вĕçленчĕç ĕнтĕ. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланчĕ. Мĕнлерех кăмăлпа уçрĕç-ха пĕлÿ тĕнчин алăкне ачасем;

Элĕкри ача-пăча искусство шкулĕнче вĕренекенсем пирвайхи урока кĕнекесем тытса вырнаçрĕç, ун хыççăн вара нота хыççăн нота кĕвĕлеме пуçларĕç. Фортепиано класне çÿрекенсем Н.Павлова вĕрентекен ертсе пынине «Сентябрь – çĕнĕ вĕренÿ çулĕн пуçламăшĕ» юрă-кĕвĕ тĕнчине çул тытрĕç. Хаваслă иртрĕ юрă-ташă урокĕ. Виççĕмĕш класра вĕренекен Е.Большова А.Корневский композитор хăйланă «Вĕтĕ çумăр», М.Иванова Д.Шостаковичăн «Полька-шарманка», 4-мĕш класри С.Харитонова Фридрих Абтăн «Вокализ» тата Д.Семенова Анатолий Александровăн «Вырăс халăх кĕввисем», пиллĕкмĕш класра пĕлÿ пухакан Т.Дюкина Л.Куперен композиторăн «Вольта» юррисене хавхалантарса шăрантарчĕç.

Концерт А.Островский кĕвĕленĕ «до-ре-ми-фа-соль» хаваслă юрăпа вĕçленчĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
21 сентября 2013
15:39
Поделиться
;