Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Уй-хирте пулнă

Уяр кунсенче район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Куликов тата ял хуçалăх пайĕн начальникĕ А.Прохоров хуçалăхсенче пулнă.

Чи малтанах вĕсем А. Харитонов фермерăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă. Фермер «иккĕмĕш çăкăра» 60 гектар çинче лартнă, çуррине кăларнă. Уй-хирте ятарлă комбайн ĕçлет.

«Чăваш Ен ял хуçалăх продукчĕсем» обществăра та ĕçсем анлă сарăлнă. Çĕр улмин вăтам тухăçĕ – 195 центнер. Обществăра 50 çынна яхăн хĕрÿ ĕçре пиçĕхет. Александр Николаевич ĕç условийĕсемпе интересленнĕ. Хыççăн Узяновпа Исаев фермерсен уйĕсене çитнĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ уяр кунпа туллин усă курма сĕннĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
21 сентября 2013
15:37
Поделиться
;