Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Фестивальте палăрнă

А. Г. Николаев летчик-космонавт Кубокне çĕнсе илессишĕн «Хут çĕленсем» ятпа республика фестивалĕ иртнĕ. 14 районпа хулари 60 ытла ача хут çĕленсен тĕрлĕ модельне тăратнă. Муркаш тÿпинче, çанталăк улшăнуллă тăнине пăхмасăр, ачасем хăйсем ăсталăхне кăтартнă. Фестивале хутшăнакансем хушшинче элĕксем те пулнă. Конкурс кăтартăвĕсене пĕтĕмлетсен «Ертсе пыракан модельсем» класра Элĕк шкулĕнче вĕренекен Никита Никитин (ертÿçи Г.Михайлов) иккĕмĕш вырăна тухнă.

Г. Михайлов преподаватель ачана ăнăçлă конструкциллĕ хут çĕлен тума вĕрентнĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
28 сентября 2013
15:34
Поделиться
;