Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ыйтăвĕсем – куллен тĕл пулаканнисем

Çак кунсенче Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «Чувашия курорт» санаторипе курорт пĕрлешĕвĕн генеральнăй директорĕ Николай Ванеркин Элĕкри «Единая Россия» партин вырăнти уйрăмĕн пÿлĕмĕнче граждансене хăйсене канăçсăрлантаракан ыйтусемпе йышăнчĕ.

Депутат патне пынă çынсен ыйтăвĕсем – куллен тĕл пулаканнисем, анчах вĕсем пĕри тепринчен уйрăларах тăраççĕ. Акă Тавăт тăрăхĕнче пурăнакансене Элĕкрен ĕç хыççăн киле кайма транспорт çукки канăçсăрлантарть. Вĕсем хăйсен ялне çити автобус маршручĕ уçма ыйтаççĕ. Элĕкре пурăнакан пĕр çын акă Йăлкăшра мунчапа çуллахи лаç çĕнĕрен туса лартнă. Анчах та çак объектсене страхлама ĕлкĕреймен, кĕтмен-çĕртен пушар сиксе тухнă. Вут-çулăм лаçпа мунчана юрăхсăра кăларнă. Çавăнпа та арçын патшалăх енчен пулăшу илме май пуррипе кăсăкланчĕ. Депутат патне ытти ыйтупа та çитрĕç. Николай Григорьевич кашни çынна тимлĕ итлерĕ, вăл е ку ыйту çине хурав пачĕ, вĕсене татса парассишĕн ĕçлеме шантарчĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
28 сентября 2013
15:31
Поделиться
;