Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Тренера - Туслăх орденĕ

РФ спорт министрĕ Виталий Мутко физкультурăпа спорта аталантарас ĕçре пысăк тÿпе хывнă тренерсен ушкăнне патшалăх наградисене панă.

Сумлă наградăсене илнисен йышĕнче Чăваш Енри паллă çынсем те пур. Вĕсенчен пĕри – пирĕн районти Яккушкăнь ялĕнче çуралса ÿснĕ СССР тава тивĕçлĕ тренерĕ, ЧР физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Михаил Кузнецов. РФ Президенчĕн Владимир Путинăн Указĕпе килĕшÿллĕн ăна Туслăх орденĕпе наградăланă. Михаил Павлович – Лондонри Олимп вăййисен чемпионкин Юлия Зариповăн (Тутар Республики) тата бронза призерĕн Татьяна Архиповăн (Вăрмар районĕ) тренерĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
28 сентября 2013
15:32
Поделиться
;