Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Юбиляра саламланă

Сурăмварри ялĕнче пурăнакан Ксения Архиповна Архипова çак кунсенче 90 çул тултарнă. Хисеплĕ ватăна сумлă юбилей ячĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Лидия Никитина саламланă. Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Владимир Путинăн ячĕпе килнĕ саламлă открыткăпа асăнмалăх парне панă.

Ксения Архиповна 1923 çулхи авăн уйăхĕн 21-мĕшĕнче çуралнă. Çамрăклăхĕ вăрçă çулĕсемпе пĕр килнĕ. Ыттисемпе пĕрлех вăрман каснă çĕрте тăрăшнă. Укçа-тенкĕ çитсе пыманранах вербовкăпа Мускава тухса каять. Унтан Алтай тăрăхне çул тытать. Бийск хулинче мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех ĕçлет, пурнăçри йывăрлăхсене чăтăмлă тÿссе ирттерет. Пенси çине тухсан тăван тăрăхах таврăнать. Халĕ Зоя Архипова аппăшĕпе пĕрле кун кунлать. Ксения Архипова хăйĕн ĕмĕрĕ вăрăм пулнине ыркăмăллăхĕпе, тÿрĕ чунлă пулнипе сăлтавлать.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
28 сентября 2013
15:32
Поделиться
;