Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Тăван чĕлхе хисепре

Элĕкри И.Я.Яковлев ячĕллĕ пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен квалификацине ÿстермелли курс ĕçленĕ. Унта 19 педагог хутшăннă. Тăван чĕлхене вĕрентекенсем педагогика ĕçĕнчи çĕнĕлĕхсемпе паллашнă, нормативлă документсене тишкернĕ, çавăн пекех «Чăваш чĕлхине вĕрентнĕ май ачасен пĕтĕмĕшле вĕренÿ ĕç-хĕлне аталантарасси» темăпа стажировкăра пулнă.

Педагогсем хальхи йышши инноваци технологийĕсемпе усă курса мастер-класс урокĕсем ирттернĕ. Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем тата Чăваш Енри вĕренÿ институчĕн преподавателĕсем умĕнче Элĕк шкулĕнчи М.Леонтьева, Мăн Вылă шкулĕнчи Г.Иванова, Юнтапа шкулĕнчи З.Леонтьевăпа В.Нестерова, Шĕмшеш шкулĕнчи М.Никитина, Чăваш Сурăмĕнчи А.Петрова тухса калаçнă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
09 октября 2013
09:15
Поделиться
;