Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Конкурсра палăрнă

Чăваш Енри библиотекарьсен «Çĕнĕ вăхăт – çĕнĕ çамрăклăх» ятпа иртнĕ форумра «21-мĕш ĕмĕрти вулавăш» смотр-конкурсăн çĕнтерÿçисене чысларĕç. Конкурса пурĕ 29 ĕç тăратнă. Пирĕн районтан Элĕкри ял тăрăхĕсем хушшинчи тĕп вулавăш, Мăн Вылăри тата Ураскилтри вулавăшсем хутшăнчĕç. Конкурс виçĕ номинацире иртрĕ. «Ялти библиотека» номинацире 9 ĕç пăхса тухрĕç. Çак проектсенче экологипе халăх пултарулăхне, музей ĕç-хĕлне палăртнă. Ураскилтри вулавăш «Живи родник – душа России» экологи проектне хатĕрлесе çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. Элĕксем «Молодежный перекресток» тата «Источник света» ĕçĕсемшĕн, Мăн Вылăри вулавăш «Шагни в природу и протяни ей руку» экологи проекчĕшĕн дипломсене тата парнесене тивĕçрĕç.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
23 октября 2013
14:51
Поделиться
;