Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Пулас спортсменсене хатĕрлет

Виктор Семенов вăтăр çул ытла спортсменсене хăвăрт утма хăнăхтарать. Унăн вĕренекенĕ Елена Николаева – Олимп чемпионĕ. Паян пултаруллă тренер ачасене Элĕк районĕнче шырать. Виктор Семеновăн вăтăр ытла вĕренекен. Ытларахăшĕ – Элĕкрен, ялсенчен те пур. Вăл районти 13 шкула çитнĕ: ачасемпе мастер-классем ирттернĕ, ашшĕ-амăшĕсемпе тĕл пулнă. Пулас чемпионсемшĕн унăн урокĕ – тÿлевсĕр. Элĕк тăрăхĕнчи ачасемпе çулталăк çеç ĕçлет пулин те кăтартусем пур ĕнтĕ.

В. Семенов чемпионсене хатĕрлеме пĕлет. Унăн икĕ пиччĕшĕ те хăвăрт утассипе палăрнă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
30 октября 2013
13:14
Поделиться
;