Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Сывлăх – пирĕн пуянлăх

Районта «Сывлăх» наци проектне пурнăçлас ĕçсем малалла пыраççĕ. Акă, «ВИЧ» сиплев планĕпе килĕшÿллĕн ку таранччен 1811 çын «В» тата «С» гепатит вирусĕсемпе чирлени-чирлеменнине тĕрĕсленĕ. Диспансеризаци планĕпе килĕшÿллĕн кăçал 3481 çын сывлăх шайне палăртнă, вĕсенчен 2025-шĕ пĕрремĕш тапхăрта пулнă (58,1 процент), 1579 пациент пĕтĕмпех тĕрĕсленнĕ (45,3 процент).Хальхи вăхăтра кирлĕ эмелсем илмелли федераци регистрĕнче 294 çын шутра тăрать. Вĕсенчен 194-шĕ сиплев учрежденийĕсене пынă, пурĕ 3181 рецепт çырса панă.

Тин çеç çуралнă пепкесен сывлăхне скрининг мелĕпе тĕрĕслеççĕ: кăçалхи 9 уйăхра 144 «çĕнĕ кайăк» тĕрĕслевре пулнă. Пĕр çула çитичченхисен сывлăхне аудиологи меслечĕпе палăртнă. Пысăк технологиллĕ медицина пулăшăвĕ кирлĕ 16 çынна çакăн пек пулăшупа тивĕçтернĕ.

Тăхăр уйăхра çул-йĕр инкекĕнче вилнисем пулман. Пуç мимине юн кайнă 50 çынна шута илнĕ, 32-шне чĕресен уйрăмне, 15-шне тĕп больницăна сыватма хунă, 9 çын вилнĕ.

Районта 15 çултан иртнĕ 15498 çын пурăнать. 11310-ĕн флюорографи тĕрĕслевĕнче пулмалла. Тăхăр уйăхра 7200-шне тĕрĕсленĕ (63,6 процент). 7921 пациента туберкулезран тĕрĕсленĕ. Ку чирпе аптракансем валли республика бюджетĕнчен уйăрнă 94 пин те 442 тенкĕ чухлĕ тĕрлĕрен препаратсем туяннă.

Республикăри информаци технологийĕсен программипе килĕшÿллĕн пациентсене шута илессине, отчетсем тăвассине автоматизаци йĕркипе пурнăçлатпăр. Кăçал электронлă регистратура урлă 16714 пациента шута илнĕ, 1742 çын республика клиникисенчи тухтăрсем патне çырăннă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
08 ноября 2013
08:11
Поделиться
;