Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Тĕрлĕ енлĕ пулăшу кÿрет

Пирĕн районта патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕн нумай енлĕ центрĕ ĕçлет. Вăл райадминистраци çурчĕн пĕрремĕш хутĕнче вырнаçнă. Ку центр федераци, регион тата муниципалитет влаçĕсен органĕсемпе тачă çыхăнура тăрать, çапла вара мĕн пур документсене хăвăрт йĕркелеме пулать, укçа-тенкĕ сахалтарах тăкакланать. Пĕлетĕр-и, «пĕр чÿрече» йĕркепе асăннă центрта 69 тĕслĕ пулăшу параççĕ.

Ку таранччен центра 190 çын хăйсен ыйтăвĕсемпе пынă: вĕсенчен 67-шĕ заявлени çырса панă, ыттисем консультацире пулнă. «Пĕр чÿрече» Мăн Вылă, Ехремкасси, Юнтапа ялĕсенчи вулавăшсенче те ĕçлет. Вĕсенче тĕрлĕрен ыйтусене хуравлаççĕ, муниципалитетăн 25 пулăшăвĕпе документсем хатĕрлеççĕ.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
08 ноября 2013
08:08
Поделиться
;