Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Кĕркунне кĕреке тулли

Ял хуçалăхĕпе тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсем хăйсен професси уявне иртнĕ эрне кун паллă турĕç.

«Новый путь» ял хуçалăх производство кооперативĕн ĕçченĕсем праçник тĕлне пысăк парне хатĕрленĕ. Чăваш Сурăм ферминче 200 пуç ĕне выльăх вырнаçмалăх хăтлă вите туса пĕтернĕ. Республика тата район пуçлăхĕсем, ял ĕçченĕсем пысăк объекта савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç.

Районти культурăпа кану центрĕ уяв тумлĕ. Курав залĕ уйрăмах пурне те илĕртрĕ. Кунта ял тăрăхĕсен пурнăçне тата ĕç-хĕлне пĕлме май пулчĕ.– Пирĕн Тени тăрăхĕнчи Владимир Узянов фермер купăстана тухăçлă ÿстерме пĕлет. Унăн ырă ĕçне халалласа уяв сĕтелĕ валли салат хатĕрлерĕмĕр. Купăстана йÿçĕтсе те килтĕмĕр, – пĕлтерчĕ Тени ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Галина Мурзакова экспонатсемпе паллаштарнă май.

Питĕшкассисем районта малта пыракан механизаторсен ячĕпе хуплусем пĕçернĕ. Элĕк ял тăрăхĕнчен вара уява «йĕке хÿресен оркестрĕпе» пынă. Йăлкăш шкулĕнчи вĕренекенсем вара аслисенчен юлмаççĕ, Галина Степанова вĕрентекен ăс панипе темĕн маçтăрлама та пултараççĕ.

Вун пĕр сехетре сцена çинче чăваш хĕрарăмĕсем курăнса кайрĕç. Тырă вырма пикеннĕ вĕсем. Театрализациленĕ представлени хыççăн район пуçлăхĕ, районти депутатсен Пухăвĕн председателĕ Владислав Дубинин уява килнисене ăшшăн саламларĕ, пархатарлă ĕçшĕн тав турĕ. Хыççăн пурте, ура çине тăрса, çĕр ĕçченне халалланă авалхи «Алран кайми аки-сухи...» юрра шăрантарчĕç.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов та уяв ячĕпе саламларĕ, доклад турĕ.

– Элĕк районĕн хисеплĕ ĕçченĕсем, ĕç ветеранĕсем, уява килнĕ хаклă хăнасем! Кăçал ял ĕçченĕсене йывăр килчĕ. Çур аки вăхăтĕнче кĕр тыррисене хушса акма тиврĕ. Çу кунĕсенче шăрăх та типĕ çанталăка пула 2333 гектар çинчи тĕш тырă культурисем пĕтрĕç. Кĕрхи çумăрсем те пысăк чăрмав кÿчĕç. Апла пулин те ял ĕçченĕсем тĕш тырăсене гектартан 17 центнер, çĕр улми – 186, пахча çимĕçсем 401,7 центнер туса илме пултарчĕç. Выльăх апачĕ те çителĕклĕ хатĕрлерĕç. Çавăншăн çĕр ĕçченĕсене – пысăк тав, – терĕ Александр Николаевич.

Уяв ячĕпе ăшă сăмах калакансем нумаййăн пулчĕç. Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн ĕçĕсене пурнăçлакан Николай Якимов элĕксем республика шайĕнче 2012 çулта пиллĕкмĕшсем шутланнă пулсан, кăçал Чăваш Енĕн тĕп зонинче иккĕмĕшсем пулнине палăртрĕ.

– «Фермер ĕçне пуçăнакан» программа хута кайнăранпа республикăра лайăх ĕçлесе пыракан фермерсен йышĕ ÿсрĕ. Ку çăмăллăхпа Ехремкассинчи О.Михайлов, Эренар ялĕнчи А.Петров усă курчĕç, – терĕ Николай Петрович.

Вăл ял хуçалăх отраслĕнче тăрăшулăх кăтартакансене тав çырăвĕсем пачĕ. Ку хисепе район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн начальникĕ Анатолий Прохоров та тивĕçрĕ.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ В.Мидуков та элĕксем ĕçе юратакан çынсем пулнине палăртрĕ. РФ Ял хуçалăх центрĕн Чăваш Енри ертÿçи Н.Малов, Хĕрлĕ Чутай район администрацийĕн пĕтĕмĕшле ĕçсен ертÿçи, Муркашпа Элĕк районĕсен çар ĕç комиссарĕ А.Кочуров тата ыттисем те элĕксене ăнăçу, çемьере тату пурнăç, телей сунчĕç.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Куликов ял хуçалăх отраслĕнче малта пыракан ĕç коллективĕсене, уйрăм çынсене хисеп хучĕсем, парнесем пачĕ. Элĕкри культурăпа кану центрĕн художествăпа пултарулăх коллективĕн артисчĕсен юрри-ташшисем уяв программине татах та пуянлатрĕç.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
20 ноября 2013
08:33
Поделиться
;