Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Хаваслă кунхи ырă уявра

Иртнĕ шăмат кун Вутлан шкулĕ хăйĕн 100 çулхи юбилейне уявланă чухне тÿлек те хĕвеллĕ çанталăк савăнтарчĕ уява пуçтарăннисене.Савăнăçа пĕрле пайлама, пĕр ĕмĕр хушшинче пурнăçланă ĕçсене хак пама, малашлăх çинчен калаçма килнĕ çынсем малтан шкулти халăх музейĕнчи экспонатсене интересленсе пăхрĕç, хыççăн ялти культура çуртне çул тытрĕç. Сумлă та йышлă хăнасене сцена çинче чи пĕчĕккисем, юрă-ташăпа саламласа, кĕтсе илчĕç. Александр Ананьев учитель-пенсионер сăмахĕсемпе хăй тĕллĕн вĕреннĕ пултаруллă композитор Юрий Пантелеймонов юбилей тĕлне шкул гимнĕ çырнă, паян вăл пĕрремĕш хут янăрарĕ. Пухăннисене шкул директорĕ Л.А.Никандрова коллектив ĕçĕ-хĕлĕпе кĕскен паллаштарчĕ, ачасен пĕлĕвĕпе тавра курăмне ÿстерме тĕрлĕ мелсемпе усă курни çинче чарăнса тăчĕ. Паян кунти вĕренекенсен 80 проценчĕ ытла кружоксене çÿрет.

Уявра 20 çын ытла тав сăмахĕсем каларĕç, шкула парнесем пачĕç, учительсене тĕрлĕ шайри хисеп хучĕсемпе чысларĕç, пухăннисене официаллă çынсем – район пуçлăхĕ, депутатсен районти пухăвĕн председателĕ В.Х.Дубинин, район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Н.Куликов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Н.Г.Ванеркин, вĕренÿ пайĕн начальникĕ Э.В.Николаев, район пуçлăхĕн çумĕ Н.М.Сергеев депутат, прокурор çумĕ Ф.Ю.Лазарева, Ехремкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.М.Ефимов тата ыттисем саламларĕç.

А.Н.Куликов Чăваш Ен вĕренÿ министрĕн В.Ивановăн саламĕпе паллаштарчĕ, шкула холодильник тата министерствăн 50 пинлĕх сертификатне пачĕ. Н.Г.Ванеркин парнисем – Патшалăх Канашĕнчен 10 пин тенкĕ укçа, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партирен сехет. Депутат директор çумне Т.В.Пантелеймоновăна, чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенне А.Н.Львовăна, педагогика ĕçĕн ветеранне А.А.Ананьева хисеп хучĕсем парса чысларĕ. Э.В.Николаев шкул валли принтер илсе килнĕ.

Пурнăçăн аслă çулĕ çине тухакан сукмак шкул алăкĕнчен пуçланать. Районти профсоюз организацине вуншар çул ăнăçлă ертсе пынă Э.И.Ржанова калашле, Вутлан шкулĕнче çĕршер çыннăн ăраскалĕ çуталнă. Вăхăт иртнĕçемĕн вĕренсе пĕтернисем чаплă та пархатарлă ĕçĕсемпе ырă ят çĕнсе илнĕ, паян хăшĕ-пĕрисем уява килнĕ. Пуçласа вулама-çырма, шутлама вĕрентнĕ «иккĕмĕш аннесене» ырланине, чунтан тав тунине итлеме уйрăмах кăмăллă. Н.М.Сергеев хăйĕн пĕрремĕш вĕрентекенне, халĕ Ехремкассинче пурăнакан хисеплĕ ветерана Ольга Корниловна Корниловăна ăшшăн аса илчĕ. Хăй вăхăтĕнче республикăн ял хуçалăх министрĕ пулнă, яваплă вырăнсенче ĕçленĕ Валерий Харитонович Дубинин та ыррине кăна каларĕ ун пирки. Кунта ĕçленĕ, Синерте пурăннă Петр Никитич Никитин В.М.Ефимовпа Ф.Ю. Лазарева асĕнчен тухмасть, вĕсен пурнăçĕнче тарăн йĕр хăварнă. Ехремкасси ял тăрăхĕн специалисчĕ Е.Л.Семенова Татмăшри Мария Леонидовна Леонидовăна тата ытти вĕрентекенсене тав сăмахĕ калать. Елена Леонидовна хăй те, упăшки те, пилĕк ачи те çакăнта ăс пухнă, ачисем пурте аслă пĕлÿ илнĕ. Ывăлĕ Николай чăваш телевиденийĕнче ĕçлет.

Районти чылай шкул директорĕсем праçника килнĕ. Вĕсен кăмăл-шухăшне пĕтĕмлетсе Юнтапари вăтам шкул директорĕ А.П.Кондратьев çапла каларĕ:

– Вутлан шкулĕ пурнăç шкулĕ пулса тăнă, эсир пурнăç çулĕпе çирĕп утакансемпе пуян.

Чăнах ĕнтĕ, уяв хăнисем те вĕсен йышăнченех. Чăваш патшалăх университетĕнчен хими наукисен докторĕсем П.М.Лукинпа Е.Л.Читнаев, Вăрнарти паллă хирург, Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ В.П.Ананьев, Чăваш Республикин Аслă судĕнчен С.А.Сорокин тата ытти паллă çынсем килсе çитнĕ. Шкул пĕтернисенчен нумайăшĕ учитель е врач профессине суйласа илнĕ, халăх хуçалăхĕн тĕрлĕ отраслĕсенче, район центрĕнче яваплă вырăнсенче ĕçлеççĕ, фермерсем, вырăнта тата республика тулашĕнче предпринимательсем пур. Вутлан ялĕнче çуралса ÿснĕ Геннадий Михайлович Каменщикова промышленноçра тунă тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн «Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ машиностроителĕ» хисеплĕ ят панă.

Шел пулин те, хăш-пĕрисен ăраскалĕ синкер килсе тухнă.

– 1937 çулта шкул директорĕпе тепĕр учителе троцкист тесе айăпларĕç, – аса илет Анат Татмăшри А.Л.Михайлова. – Тытса кайнă хыççăн тăван шкула таврăнаймарĕç вĕсем.

Шел, ку шкултан вĕренсе тухнă 150 çын ытла вăрçă хирĕнче пуçĕсене хунă.

Тухса калаçакансен ăшă сăмахĕсем çутă хĕвел пек кăмăла çĕклекен хаваслă та тарăн содержаниллĕ концерт номерĕсемпе черетленсе янăрарĕç. Çак шкула пĕтернĕ Полина Никандрова юрри, Лилиана Романова ташши хытах хумхантарчĕ куракансене. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистки В.Пайгильдина хăй çырнă сăвăсене чуна витермелле вуларĕ, вăл юрланă юрă концерта нумай илемлетрĕ. Уяв тĕрлĕ çулсенче пĕр класра вĕреннисене те асра юлмалла хаваслăх кÿчĕ.

Шкул коллективĕ паянхи тапхăрта та пурнăçпа тан утма тăрăшать. Кунта вĕренсе тухнисенчен чылайăшĕ Чăваш Ен тата район пуçлăхĕсен стипендиачĕсем пулса тăнă.

Концертăн юлашки номерĕнче ачасем юрлакан юрă йĕркисем чуна пырса тивмелле янăрарĕç.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
27 ноября 2013
08:05
Поделиться
;