Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Сехет парнеленĕ

Шупашкарта «Восславим женщину» III республикăри фестивалĕн пĕтĕмлетĕвĕ иртнĕ. Уявра Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев та хутшăннă. Республикăри Хĕрарăмсен Канашĕн председателĕ Ольга Зайцева Анне кунĕ ячĕпе хĕрарăмсене саламланă. Фестивале Элĕкри ача-пăча искусство шкулĕн директорĕ Зоя Васильева та хутшăнма кăмăл тунă. Вăл пултарулăх презентацине кăтартнă. Унта хăйĕн çемйи пирки каласа панă. Зоя Васильевăн мăшăрĕпе виçĕ ача. Унсăр пуçне аппăшĕн ачине Юльăна та усрава илнĕ. Хĕр медицина факультетĕнче 2 курсра вĕренет. Васильевсен ывăлĕсем Чăваш Сурăм шкулĕнче пĕлÿ илеççĕ, кĕçĕн хĕрачи ача садне çÿрет. Çемье йăли-йĕркисене çирĕп тытса пынăшăн тата обществăлла ĕçсене активлă хутшăннăшăн Зоя Федоровнăна Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев ятран сехет парнеленĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
27 ноября 2013
08:59
Поделиться
;