Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Борис Маркова халалланă

«Борис Марков – шăпа ăна пĕрремĕшĕ пулма пÿрнĕ» – çакăн пек курав уçăлнă Элĕкри культурăпа кану центрĕнче.

Ăна Раççей Федерацийĕн искусствăсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Чăваш халăх артисчĕ, Чăваш музыка театрĕн йĕркелÿçи, чăваш сцени çинче пуçласа оперетта лартнă Борис Семенович Марков çуралнăранпа 90 çул çитнине халалланă. Борис Семенович Элĕк тăрăхĕнчи Хитекушкăнь ялĕнче çуралса ÿснĕ.

Сăн ÿкерчĕксен куравне «Театра халалланă пурнăç» проектпа килĕшÿллĕн йĕркеленĕ. Авторĕ – асăннă культура центрĕн методисчĕ Л.Константинова. Экспозицире 110 сăн ÿкерчĕк. Вĕсенче – Марковсен çемйи, пултарулăхри çитĕнÿсем, савăк самантсем, музыка театрĕн (халĕ Чăваш академи оперăпа балет театрĕ) пурнăçĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
30 ноября 2013
15:13
Поделиться
;