Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ентеш каллех малта

Тăвăш Юнтапа ялĕнче çуралса ÿснĕ Настя Александрова ачаран юрă тĕнчине иленнĕ, республикăри конкурс-тупăшусенче нумай хутчен çĕнтернĕ. Пултаруллă хĕр ăсталăха ÿстерсех пырать, илемлĕ сассипе юрра-ташша юратакансене чăннипех савăнтарать. Анчахрах Çĕрпÿ хулинче паллă юрăç, Чăваш Енĕн культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Михаил Михайлович Семенов ячĕпе çамрăк эстрада юрăçисен конкурсĕ иртнĕ. Пирĕн ентеш «Эп чăваш пулсассăн» юрра шăрантарнă. Çĕнтерÿçĕсене палăртнă май жюри председателĕ ку чухне те мала тухнă Настя Александрова ятне пĕрремĕш асăннă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
30 ноября 2013
15:14
Поделиться
;